Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сентябрь (Волгин В.)

Сывлӑш уҫӑ. Шӑвӑнать васкавлӑн
Пӗлӗт хыҫҫӑн пӗлӗт кӑнтӑра.
Ҫил те вӑйлӑ, улӑпсем лӑсканӑн
Каш-ш... кашлать вӑрманӗ катара.

Пур ҫӗрте те эп куратӑп: тутӑ,
Ылтӑн тумлӑ кӗркунне умра.
Чунӑмра илемлӗ те ҫап-ҫутӑ
Сар чечеклӗ ҫуркунне курап.

Ҫу каҫа ӗҫре вӑй пухнӑ хыҫҫӑн
Шкул каллех кӗтет пире паян.
Ун енне утса-утса пыруҫӑн
Вӑл темрен те хаклине туян.

Аслӑ класс. Ҫут ҫӑлтӑр пек выляҫҫӗ
Тантӑшсен саламлӑ куҫӗсем.
Тус-йышла хаваслӑн тӑсӑлаҫҫӗ
Тӗрекленнӗ ҫирӗп алӑсем.

Ачаран вӗренӳре туптаннӑ
Ырӑ туслӑх тивлетне куран.
Кашнинех ытам тулли тытан та
Юлташла сулмаклӑн чӑмӑртан.

Ҫак хастарлӑ алӑсем час пуҫлӗҫ
Коммунизмӑн кил-ҫуртне тума.
Пур ӗҫре те хаклӑн кирлӗ пулӗҫ
Ман пуян Тӑван ҫӗршывӑма.

Ҫак ҫынсем те тимлӗн пуянлатӗҫ
Тӑван халӑхӑн культурине.
Машинсем маттуррӑн ертсе кайӗҫ
Аякри планетӑсем ҫине.

Тӑван класс. Юлташсемпе ларатпӑр
Юлашки ҫул парттӑ хушшине
Ҫирӗп пулӗ туслӑх яланах та,
Манмӑпӑр нихҫан та пӗр-пӗрне.

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:20:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3168 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем